Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑхти тӗнчи — чӑваш чунӗ

Илья Ефимович Ефимов (Тӑхти) 1889 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче халӗ Чӑваш Республикин Тӑвай районне кӗрекен Нӳшкасси (Элпуҫ) ялӗнче ҫуралнӑ. 1897 ҫулта Элпуҫӗнчи прихут шкулне вӗренме кӗрет, тепӗр ҫултан хӑйсен ялӗнче уҫӑлнӑ пуҫламӑш шкула куҫать. 1899-1903 ҫулсенче пулас ҫыравҫӑ Сӗве хулинчи мӑнастир шкулӗнче, 1903-1908 ҫулсенче Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире вӗренет. Кайран 1914 ҫулччен Тавӑтри земство шкулӗнче (халӗ Элӗк районне кӗрет), тепӗр ҫул Превозное ялӗнчи училищӗре (Удмурт Республикин Сарапул районне кӗрет) вӗрентсе пурӑнать. 1915 ҫулта ӑна вӑрҫа илсе каяҫҫӗ. Пӗр хушӑ Ӗпхӳри тӗн семинарийӗнче ӑс пухать, Г.Комиссаровпа пӗрле Чӑваш наци ушкӑнне йӗркелес ӗҫре тӑрӑшать. 1918-1919 ҫулсенче Шӑхранти (хальхи Канаш хулинчи) учительсен семинарийӗнчи кӑтартуллӑ шкулта, 1919-1922 ҫулсенче Мускавра ҫутӗҫ комиссариачӗн инспекторӗнче, 1922-1924 ҫулсенче ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. 1924 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫыравҫӑ В.Брюсов ячӗллӗ Литературӑпа ӳнер аслӑ институчӗн студенчӗ пулса тӑрать, тепӗр ҫултан Мускаври Пӗрремӗш патшалӑх университечӗн этнологи факультечӗн литература уйрӑмне вӗренме куҫать, унта 1928 ҫулччен ӑс пухать. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑнать, Чӑваш тӗп педтехникумӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме пуҫлать. Ӳпке чирӗпе аптраканскере тепӗр виҫӗ ҫултан инвалида кӑлараҫҫӗ. Нумай вӑхӑт чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн 1938 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Шупашкар больницинче вилсе каять.
И.Тӑхтин ҫырас ӑсталӑхӗ те, пурнӑҫа ӳкерес мелӗ те пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫитичченех пӗр стильлӗ тата пӗр шайра пулман. Ҫавӑнпа унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тапхӑрласа пӑхни питех те кирлӗ. Ҫакӑн пек тапхӑрсене пайлама пулать:
1) 1905-1918 ҫулсенчи пултарулӑхӗ;
2) 1919-1924 ҫулсенчи пултарулӑхӗ;
3) 1925-1930 ҫулсенчи пултарулӑхӗ;
4) 1931-1937 ҫулсенчи пултарулӑхӗ.

1905-1918 ҫулсенчи пултарулӑхӗ

И.Тӑхти пултарулӑх ӗҫне халӑх сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ май кӗрсе кайнӑ. 1905 ҫулта вӑл Н.Никольский ыйтнипе тӗрлӗ халапсем («Пӑкачав», «Ялсем мӗнле пуҫланса кайнӑ», «Ыраш пучахӗ мӗншӗн кӗске», «Ят хурса яни»), йӑла-йӗрке ҫинчен каланисем («Ҫын вилсен тӑвакан йӑла-йӗрке», «Тырӑ акакан каланӑ кӗлӗ»), мифла сӑнарсем ҫинчен («Арҫури мӗнрен пулать», «Хӗртсурт») пухать. 1906 ҫулта пулас ҫыравҫӑ семинарире алӑпа ҫырса кӑларакан «Шурӑмпуҫ» журнал валли «Мӗн курни, мӗн илтни» ятпа тепӗр виҫӗ халап ҫырса парать. Вӗсемпе усӑ курса вӑл каярах илемлӗ хайлавсем ҫырать.

1919-1924 ҫулсенчи пултарулӑхӗ

Ку тапхӑрта И.Тӑхти поэзи енне вӑйлӑрах сулӑнать.
«Ҫав-ҫав ҫӗрте, ҫав ҫӗрте» сӑввӑн (1924) стилӗ юмахлӑхпа халаплӑх енне туртӑнни унӑн ятӗнчех палӑрать. Пӗр вариантра вӑл «Пуп кушакӗн юмахӗ» ятпа тӑрать. Ҫав хушӑрах юмах пек вуланакан «тет» пайӗ хайлав ҫурринчен те сахалрах. Унта автор-харкамҫӑ «Асамӑҫа-карчӑка, Ҫветтуй юмӑҫ-вӗрӳҫе, Кӑтра пупа асӑнса» ҫырнӑ. Хура халӑхӑн чӑххисем ҫӑмарта тӑва пуҫласан, ӗнесем пӑруланӑ хыҫҫӑн сарӑ ҫусем шӑратма тытӑнсан, ҫӗнӗ тырра авӑртса кӗрпе тусан пуп таврашӗ питех те савӑнать тет. Вӗсем ял тӑрӑх сӗренри пек, уй чӳкӗнчи пек пуҫтарса ҫӳреме тухаҫҫӗ тет. Ун пек чухне чӳк пуҫӗлле кӗлӗ сӑмахӗсем калаҫҫӗ тет. Хӑйсем ыйтнине памасан вара вӗрӳҫӗ пек вӗреҫҫӗ-сураҫҫӗ, ылханаҫҫӗ тет. Пупӗ те, юмӑҫӗ-вӗрӳҫи те пӗрех иккен: вӗсем хура халӑха улталаса пурӑнаҫҫӗ.
Малалли калу кӗтмен-ҫӗртен палт! ҫаврӑнать. Вуланӑ май автор-харкамҫӑ хӑй те пуп пекех вӑрӑ таврашӗнчен тухнине пӗлетпӗр.
«Ҫӗнӗ ҫул» сӑвва (1924) И.Тӑхти чӑваш сӑмахлӑхӗнчи кӗлӗ тата пил тексчӗсен стилӗпе калӑпланӑ. Сӑвва «Канаш» хаҫата ярса панӑ чухне вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Вӑл сӑвва эпӗ чӑвашсем чӳк тунӑ чух кӗлӗ тунӑ майлӑ ҫыртӑм». Кунти автор — «эпӗ» кӗлӗ калакан чӳк пуҫӗ пек курӑнать, вӑл Турӑпа куҫа-куҫӑн тӑрать, ҫӗр ҫине космос ытамӗнчен пӑхать. Хайлаври тӗнче — чӑвашӑн тӗнчекурӑмӗн, унти шухӑшлав-сӑнар чӑвашӑн традицилле пурнӑҫӗнчен илнӗскер. Харкамҫӑ ҫутҫанталӑкӑн йӗрки арканасран асӑрханать, тӗнче тӗрекне ҫирӗплетме тӑрӑшать.
1924 ҫулта И.Тӑхти хӑй ҫырнисене Мускавран Шупашкара парса ярать те хурав-хыпар кӗтсе илеймест. Унӑн хӑш-пӗр ал ҫырӑвне е юри ҫухатаҫҫӗ, е тиркесе тӑкаҫҫӗ.

1925-1930 ҫулсенчи пултарулӑхӗ

Ку тапхӑрта И.Тӑхти романтикӑлла эпикӑлӑхран калуҫӑн тӑрӑхлавӗ-питлевӗ урлӑ ҫав тулашри питлеве (вӑл тӗрлӗ социаллӑ сийсенчен кулни пулнӑ) шалти питлев енне (кунта чи малтан калуҫӑ хӑйӗнчен тӑрӑхланине палӑртмалла) ҫавӑрса яма пултарнине палӑртмалла.
Унпа пӗр харӑсах Тӑхти калури монтажлӑх мелне (уйрӑм ӳкерчӗксем кӑтартса йӗркеленӗ калӑва) алла илсе пырать. Акӑ «Ҫанталӑк» калаври (1925) пӗр вырӑн: «Тӗрлемес. Станцӑ. Юман вӑрман. Ҫуртсем. Ыраш пусси. Чукун ҫул. Вакунсем. Калла-малла пӑравус ҫӳрет кӑшкӑрса. Тӗрлемес ҫил арманӗ авӑрать».
Ҫак стиль енне туртӑнни ҫыравҫа сӑвӑланӑ калуран монтажлӑ калу патне илсе ҫитерет. Поэзире «уссӑр сӑмах» нумай тесе шухӑшлать вӑл. Хӑйӗн «Элихунне» пичетлесе кӑларма май килменни ӑна «Чӑваш поэтсене» сӑвва (ӑна автор «Мухтав юрри» тенӗ) ҫырма хистет. Пӗр критик алҫыру ҫине «Ҫакна ҫыраканӗн ӑс-тӑнӗ вырӑнтан сикнӗ пулас» тесе палӑртнӑ.
Тӑхти «Иптеш» калавра ҫав хӑтри ҫыравҫӑсен ирӗклӗхӗ хӗсӗннине аван систерет. Пӗри ӑна ятласа ҫапла ҫыру ҫырать иккен; «Иптешлер! Эсӗ ҫыркаланисене хӑшне сайра хутра вулакалатӑп та тӗлӗнетӗп. Эсӗ те тӗп сакайӗнче тӗнче курмасӑр пурӑнасшӑн. Пурнӑҫ малалла кайнине сисместӗн, чухламастӑн. Ял хуҫалӑхӗ мӗнле майпа ҫӗнелсе пырать; чухӑнсем, ватӑсем халӗ пурнӑҫ тумашкӑн куллен-кун кӗрешнине эсӗ сисместӗн пулмалла. <...> Чӑваш ӗҫ халӑхӗ те хальхи саманара ҫитӗнсе, ӳссе, ҫутӑлса пынисене ма ҫырса пымастӑн вара эсӗ?»
Чылай чухне калавҫӑ Тӑхти ятлӑ. Ҫавӑнпа та айванрах вулавҫӑ ӑна автор хӑй тесе шухӑшлама пултарнӑ.
И.Тӑхти хӑйӗн хайлавӗсенче чӑваш тӗнчине, унӑн наци характерне кӑтартас тӗллеве сюжет-фабула йӗрлессинчен маларах лартать. Ку тӗлӗшрен унӑн «Ҫиҫӗм ҫӑмахӗ» калавӗ (1927) питех те курӑмлӑ. Унти харкамҫӑсен тӗнчи — вӗренмен чӑваш хресченӗн пурнӑҫӗ-шухӑшлавӗ. Вӑл ҫутҫанталӑк илемне туять, сӑмах-ҫӑвартан та, ҫи-пуҫран та тирлейлӗ.
Ҫав хушӑрах, хӑй тӗнчинчен тухса курманскер, ытти хула-ҫӗр пирки сахал чухлать. Унӑн шухӑшлавӗпе — апат таврашӗ вут ҫулӑмӗ ҫинче кӑна пиҫме пултарать, электричество тенине вӗсем ҫунакан вутӑн (вӑл кӑмака вучахӗнче ҫунать, тӗтӗм-сӗрӗм кӑларать, савӑт-сапана хӑрӑмлать) кӑна курма пултараҫҫӗ.
«Матюк аппа» хайлав (1927) малтанласа 1930 ҫулта «Калавсемпе сӑвӑсем» кӗнекере пичетленнӗ, ӑна унта «ҫырса пӗтермен повеҫ» тесе кӑтартнӑ. Автор хӑй хайлав ал ҫырӑвӗнче «повеҫ пуҫламӑшӗ» тенӗ.
Ҫийӗнчех ыйту ҫуралать: мӗншӗн ҫырса пӗтереймен? Унӑн малалла ӗҫлемелли планӗ те пулнӑ-ҫке. Ҫыравҫӑ малтан ӑспа йӗркеленӗ плана ҫырнӑ чух пӑхӑнманни (тен, пӑхӑнма пултарайманни) «Элихун», «Выҫлӑх ҫул» поэмӑсене, чылай калава хайланӑ чух курӑнать.

1931-1937 ҫулсенчи пултарулӑхӗ

И.Тӑхтишӗн ҫак тапхӑр — чи йывӑрри тата асапли. Пӗр енчен — литературӑри цензура пӑркӑчне хытарса ҫитернӗ, ҫавна пула ирӗклӗрех ҫырнӑ калавӗсене пачах та пичетлеме май килмен. Тепӗр енчен — ҫыравҫӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ.
1936 ҫулхи кӗркунне И.Тӑхтие Тутарстанӑн Аксу, Элкей тата ытти районне халӑх юрри-сӑмахне пухма яраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл В.Толстов-Атнарский патне янӑ ҫырӑвӗнче (5.12.1936) ҫапла пӗлтерет: «Кӗркунне, йӗпе-сапара уйӑх тӑршшӗ ҫул ҫӳресси ҫӑмӑлах мар ӗнтӗ чирлӗ ҫынна. Уна эсир, Валериан Григорьевич, лайӑх пӗлетӗр. Чӑвашла сӑмах пур вара вӑл — шӑла ҫыртса-тӳссе ҫӳрерӗм ҫав тесе калама юрать пуль ун ҫинчен. Тепле тӳсрӗм вара. Хам та шухӑшлап кайран. Тӳсесех тесен этем пит нумай тӳсме пултарать пуль ҫав тесе шухӑшлатӑп...»
Н. Шупуҫҫынни ҫамрӑк чухне вӗрентекен пулса ӗҫленӗ тӑрӑхра ҫӳресе И.Тӑхти нумай сӑвӑ-юрӑ ҫырса илет. Ҫав юрӑсенчен пӗрне икӗ чӑваш сӑвӑҫӗ, Н. Романов аса илнӗ тӑрӑх, ыталашсах юрланӑ иккен. Сӑмахӗсем вара мӗн пуласса сиссе юрланӑскерсем, Турӑ пӳрнине палӑртаканскерсемех-мӗн:

Хура вӑрман ҫийӗ шап-шур тӗтре,
Тата мӗн ҫӑвасси юлнӑ-ши?
Ҫамрӑках пуҫӑм, айван чунҫӑм,
Тата мӗн курасси юлнӑ-ши?

Хура вӑрман ҫийӗ шап-шур тӗтре,
Шап-шур пулсан та мамӑк мар.
Ӑҫта ҫитсессӗн те пӗр хӗвел,
Ҫакӑ ҫутӑ тӗнче тамӑк мар.

Хура вӑрман ҫийӗ пит тикӗс,
Кӑҫал акса тунӑ кантӑр пек.
Уйрӑлатпӑр, тӑван, уйрӑлатпӑр
Кантӑр ҫинчен пуса татнӑ пек.

Кӗҫех Н.Шупуҫҫыннине арестлеҫҫӗ, И.Тӑхти юлашки кунӗсене пурӑнса ирттерет. Ҫӗре кӗриччен уйӑх маларах, «Сунталӑн» 9-мӗш номерне аллине илсе, хӑй ҫинчен ҫырнине вуласан, ҫыравҫӑ мӗн шухӑшланине эпир нихӑҫан та пӗлеймӗпӗр ӗнтӗ. НКВД следователӗсен хучӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ статьяра («Халӑх тӑшманӗсене тӗпӗ-тымарӗпех кӑкласа ҫӗмӗрсе тӑкар») И.Тӑхти ҫинчен ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Тилӗ пек чеескер, кушак пек йӑпӑлтискер, вӑл «Шерхулла» калавсен кӗнекинче ӗлӗкхи чӑваш ялне совет вӑхӑтӗнчи чӑваш ялӗ туса кӑтартать. «Нянине, паппине» «поэминче» фашистсем килесси ҫинчен тӗлленет, тӑшман чӗлхипе чӑваш халӑхӗ ҫинчен, унӑн ҫыруҫисем ҫинчен тӳсме ҫук мӑшкӑллӑ чӗлхепе ҫырать...»
Ҫапларах лару-тӑрура ҫӗре кӗнӗ И.Тахти.

Виталий Родионов, профессор
«Хыпар» хаҫат, 2009 ҫ, 181 №.>>


 
Категорисем: Илле Тӑхти
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-10-01 12:16:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10276 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем